Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.
Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗ 400 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ял уявне палла тума ҫывӑхри ялсенчен, Раҫҫей хулисенчен килнӗ.
Уяв ӗлӗкхи йӑларан — «Штатол ҫуртине ҫутнинчен» — пуҫланнӑ. Иоанн атте протоирей пурне те саламланӑ. Унтан Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Романов сӑмах илнӗ. Алтышево халӑхне уявпа саламланӑ хыҫҫӑн Иоанн аттене тата М.А.Ефремова ялшӑн нумай тӑрӑшнӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Унтан Алтышево ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.И.Кедяров тухса калаҫнӑ.
Уявра чи маттуррисене, ӗҫре ҫитӗнӳсем тунисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Малтанхи колхозниксем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем, ветерансем тата ыттисем парнесене тивӗҫнӗ.
Юбилее Мӑкшӑ Республикинчи ӳнер ушкӑнӗсем те килнӗ. Концерта «Лейне», «Коряйгужонь Эрзянь Ава» фольклор ушкӑнӗсем, Алтышево шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Чи кӗҫӗнни — Ксения Вельдяева — куракансене тыткӑнланӑ.
Халӑх концерт хыҫҫӑн та килӗсене саланман, пӗрле пухӑнса калаҫнӑ, иртнине аса илнӗ. Ҫамрӑксем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ. Уяв салютпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (48)
Чӑваш Енре ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 4-мӗшӗччен Украинӑран тарса килнӗ 25 ҫын пульницӑна килнӗ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх – республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртсенче икӗ пепке кун ҫути курнӑ. Иккӗшӗ те – хӗрача.
Украинӑран килнӗ 32 ҫулти хӗрарӑм, утӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Президент перинаталь центрӗнче ача ҫуратнӑскер, Чӑваш Енре 2012 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче пурӑнма ирӗк илнӗ. Донецк облаҫӗнче пурӑннӑ 18 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, утӑн 2-мӗшӗнче ача ҫуратнӑскер, Улатӑр районне кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче килнӗ.
Украинӑран Чӑваш Ене килнисенчен ытларахӑшӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене кирлӗ тӗк тумтирпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗтес тупнӑ 18 ҫула ҫитнӗ 38 ҫынран 16-шне ӗҫ вырӑнӗ кирлӗ.
Ку акцире теприсем, тен, политика сӗмӗ те асӑрхӗҫ-тӗр. Ҫапах та шухӑшӗ ырӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти тата вырӑнти политика канашӗсем пуҫранипе кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех «Тӑван шкул» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ – вӗренӳ учрежденийӗсенчи спорт залӗсем валли услови туса парасси. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗн вӑхӑтне 2014–2016-мӗш ҫулсем таран тесе палӑртнӑ.
Ырӑ ӗҫе кирек кам та хутшӑнма пултарать. Улатӑр районне илсен, ун пек тӗслӗхе Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Кислов кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван, Кувакинӑри шкулӗн спорт залне юсама 50 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ.
«Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать.
«Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ.
Юлашки эрнере Чӑваш Енре тискер чӗрчунсем урапа айне лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ.
Шупашкар ҫывӑхӗнче ав хир сыснине ҫапса кайнӑ. Улатӑр районӗнче пӑши кустӑрма айне лекнӗ. Муркаш районӗнче вара тӳрех икӗ пӑши урапа айне лексе вилнӗ.
Пӗтӗмпе ҫӗртмен 10-мӗшӗ тӗлне ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула тискер ҫичӗ чӗрчун кустӑрма айӗнче вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, кӑҫал виҫӗ тӗслӗх нумайрах.
Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха ҫакӑ? Вӑрманти чӗрчунсем, ҫамрӑккисем, куҫаҫҫӗ. Тата шӑрӑх ҫанталӑк та витӗм кӳнӗ ахӑртнех. Чӗрчунсем хурт-кӑпшанкӑран ҫӑлӑнса уҫӑ вырӑна тухаҫҫӗ. Ведомство водительсене асӑкрханулларах пулма ыйтать. Ҫул ҫинче паллӑсене асӑрхамаллах.
Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ.
Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.
Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, Улатӑрти психоневрологи интернатӗнчен 42 ҫулти пациент тарнӑ. Интернат ӗҫченӗсем пациента хӑйсем тӗллӗн шыраса пӑхнӑ — усӑсӑр.
Ҫапла полицейскисенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Таркӑна шырамашкӑн оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑн тата медицина ӗҫченӗсем пациента ҫынсем «Улатӑр – Канаш» автоҫул ҫывӑхӗнче, Атрать ялӗ патӗнче, курнине палӑртнӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫын машинӑсене асӑрхасан вӑрмана кӗрсе тарнӑ. Шырав ушкӑнӗ ҫийӗнчех вырӑна кайнӑ.
Полицейскисем ятарласа вӗрентнӗ шырав йыттипе вӑрмана тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Таркӑна темиҫе сехетрен тупнӑ.
Халӗ 42 ҫулти арҫынна каялла интерната илсе кайнӑ, ӑна медицина ӗҫченӗсем пӑхсах тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |